Йӳҫетме лартнӑ чух калани
1151
Шурӑмпуҫ килет шуралса, шур лашине утланса. Хӑнасем килеҫ васкаса, часрах хускалса кайсам.
1152
Хайт! Аҫа-ҫиҫӗм пек, вут-хӗм пек ҫулӑмланса, вӑрман пек кашласа, шыв пек чашкӑрса йӳҫ. Ларан йывӑҫ вантӑр, выртан каска хускалтӑр! Ча-а-ас йӳҫ!!! Хӑнасем килсе ҫитнӗ, кӗтсе лараҫҫӗ. Пӗр курка ӗҫсен акӑ ҫапла йӑванччӑр кайччӑр!
1153
Аҫа та ҫиҫӗм, вут та хӗм. Кайӑк сикки сик, мулкач сикки сик. Шурӑ-шурӑ кӗҫҫе утланса килнӗ хӑнасем. Часрах йӳҫ. Ҫурхи шыв епле шавлать, ҫавӑн пек йӳҫ.
1154
Хаяр пултӑр, хӑнисем кӗтеҫҫӗ. Ташламалла, юрламалла — васкатпӑр. Хаяр пултӑр, час пултӑр.
1155
Аслати епле кӗрлеттерсе авӑтать, ҫавӑн пек тапранса кӗрлесе кайтӑр. Шыв епле кӗрлесе юхать, ҫавӑн пек кӗрлесе тапранса кайтӑр. Вӑрман епле ҫилпе кашласа ларать, ҫавӑн пек кашласа кайтӑр.
Асанкасси асса килет, Сиккасси сиксе килет. Хӑнисем килсе тӑкӑлнӑ, «сӑра!» тесе калаҫҫе. Час йӳҫ, час йӳҫ, час йӳҫ!
1156
Ҫурхи шыв епле шавлать, ҫавӑн пек шавла, чыслӑ-чыслӑ хӑнасем килнӗ, ӗҫес теҫҫӗ, час йӳҫ. Шур кайӑка хӑвалаҫҫӗ шур лаша утланса, шур кӗҫҫе хурса, ҫавӑн сикки сик. Ать, аҫа пек, ҫиҫӗм пек, вут пек, хӗм пек шавлаттарса, кӗрлеттерсе (йӳҫ)! Ҫурхи шыв епле сикет, ҫавӑн пек сик.
Куштан пуҫне пӑркӑҫлатӑп: ҫавӑн пек хаяр пул!
Каткине тилхепепе ҫыхнӑ чух каланӑ.
Турӑ, перекетне пар, иксӗлми тивлетне пар, йӳҫӗ ӗҫсе тутлӑ калаҫмалӑхне пар. Панӑ ҫӗре ан палӑрт, илнӗ ҫӗре ан искӗрт.
1157
Аттесем-аннесем, маларах сире ӑсла ӗҫтерме пӗрре те астӑваймарӑмӑр, ан ҫилленӗрех, Микул праҫникне ирттерме йӳҫӗтсе парӑрах.
Сӑра йӳҫмен чухне вилнисене асӑнса каланӑ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен