1118-мӗш кӗлӗ
Сан ҫӑмна хӑйӗн сиплӗ шывӗпе кӑвак Тӗнкӗр ҫуса тасатрӗ, сан ҫӑмна ылтӑн турипе ӑшӑ хӗвел тураса якатрӗ, ҫӗр-анне сана хӑйӗн техӗмлӗ курӑкне ҫитерсе ҫитӗнтерчӗ, хӑйӗн шывне ӗҫтерсе тӗреклетрӗ. Паян эпир вичкӗн хурҫӑ хайчӑпа сан кӑш мамӑкӗ пек ҫемҫе ҫӑмна илетпӗр, паян эпир сан кӑлкан пек тӑпӑлкка ҫӑмна илетпӗр, майла-майла шур пир ҫине хуратпӑр. Пире валли сана чипер упранӑшӑн — аша Пихампар умӗнче пуҫӑмӑрсене таятпӑр. Хамӑрӑн турӑсене асӑнса, ҫӑмна илме вырттарнӑ чӗрӗ чун, ӗҫе тытӑнатпӑр. Хамӑрӑн ырӑсене асӑнса, ҫӑмна илме вырттарнӑ, сывлӑхлӑ чун, ӗҫе пуҫӑнатпӑр. Ҫӑму сан тӳсевлӗ пултӑр, ҫӑму сан ӑшӑ пултӑр, пирӗн ҫире питӗ ҫӳретӗр, пирӗн ура-алла ырлӑхне кӳтӗр. Хамӑрӑн кӑвак Тӗнкӗрпе сарӑ хӗвел умӗнче, Пӳлӗхпе аша Пихампар умӗнче тайлатпӑр, парнемӗрсемпе хуратпӑр. Ырӑ кӑмӑлпа хатӗрленнӗ ӗҫе тытӑнатпӑр, ҫырлахӑр! Ырӑ кӑмӑлпа кӗтнӗ ӗҫе пуҫӑнатпӑр, ҫырлахӑр!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен