Пилсемпе кӗлӗсем

784-мӗш кӗлӗ

Чӑвашсем чирлесен-тусан шыв шуйттанӗ тытрӗ тесе час-часах шыврине чӳклеҫҫӗ. Шыврине пӑтӑпа чӳклемеҫҫӗ, вӑл ҫемҫе ҫимене юратать тет, ҫавӑнпа ӑна мимӗрпе чӳклеҫҫӗ. Мимӗр пӗҫерсен чустаран шуйттан кӗлетки туса хураҫҫӗ те хуранӗпех вак кутне илсе кайса ак ҫапла чӳклеҫҫӗ:

Эй, пӗсмелле, ҫырлах, асӑнатпӑр, витӗнетпӗр. Ҫак картлӑ-картлӑ пашалува паратпӑр. Эсӗ курайман кукӑр-макӑр хурӑн вуттипе пӗҫернӗ мимӗре паратпӑр. Усалли шыв тӗпӗнче вырттӑр, ырлӑхӗ ҫак пирӗн чирлӗ ҫынна ҫиттӗр.

Мимӗре, пашалӑва, чустаран тунӑ шуйттана шыва ярать те тӳрех киле чупса таврӑнать. Киле таврӑнсан хӗрт-сурта та мимӗр параҫҫӗ...

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр