765-мӗш кӗлӗ
Чӳклекен ҫынни кӗрӗк тӑхӑнса, ҫӗлӗкне хул хушшине хӗстерсе, алӑк патнелле тӑрса ак ҫапла кӗлтӑвать:
Ырӑ Турӑ, ырӑ Турӑ Амӑшӗ, Пӳлӗхҫи, Пӳлӗхҫи Амӑшӗ, Хӑрпан, Хӑрпан амӑшӗ, Хӑт, Хӑт амӑшӗ, Юсав, Юсав амӑшӗ, ырӑ Уйӑх-Хӗвел, Юман йывӑҫ, ҫӗршыв, Киремет, Киремет Амӑшӗ — пурте ҫырлахӑр! Вут-кӑвартан, шывран, вӑрӑ-хурахран, кайӑк-хуҫаран. Уйра тыррӑн кучӗ хӑмӑш пек, тырри пӑрҫа пек пултӑр. Пур ача-пӑчампа, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе пуҫҫапса витӗнетпӗр, ҫырлахӑр!.. Вылӑри Киремет, Анат-тури Киремет, Енеҫӗм пӗтнӗ Киремет, Сурӑм Киремечӗ, Сире пӑтӑ пӗҫерсе чӳклетпӗр, ҫырлахӑрах! Пурте килӗр ӗҫме-ҫиме.
Пӑтӑ антарнӑ чашӑка ик аллипе тытать те пуҫне алӑк патнелле сулать. Унтан пӗр кашӑк пӑттине хыпать, тата тепӗр ҫӑвар пашалу ҫиет те юлашкине тепӗр чашӑк ҫине пушатать. Тепри ӑна татах пӑтӑ антарса парать. Ҫапла вара миҫе пашалу тунӑ, ҫавӑн чухлӗ киреметсене чӳклеҫҫӗ. Чӳклесе пӗтерсен: «Эпир айван ывӑл-хӗрсем, кунтан ытла кӗлтума пӗлместпӗр», — теҫҫӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен