Пилсемпе кӗлӗсем

700-мӗш кӗлӗ

Туй пуҫӗ алӑ ҫӑвать, унтан калать: «Турра асӑнар», — тет. Пысӑк чашӑк ҫинчи пӗчӗкрех хура чашӑка алли ҫине илет. Тӑхлачи аллине ҫӑкӑр тытать, хӑти — сӑра курки. Ватӑ ҫын кӗлтума тытӑнать. Пурте ура ҫине тӑрса, кӑштах уҫнӑ алӑк еннелле пӑхса тӑраҫҫӗ. Кӗлли ҫапла:

Ҫӳлте Турӑ, ҫӗрте патша, тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр. Ырлӑх-сывлӑх пар, Турӑ, телей пар. Ҫак япаласене ӗмӗр пӗрле ӗҫсе-ҫиме, йӳҫӗ ӗҫсе тутлӑ калаҫма пар. Хурсен вун икшер чӗпӗ пултӑр, пӗри хурчӑкана пултӑр. Ыттисене хурӑнташсемпе, кӳршӗ-аршӑсемпе, ял-йышсемпе, ӑратнисемпе ӗҫсе-ҫимелле пултӑр.

Хӑти алӑк патне пырать те пуҫҫапать, ыттисем пурте калаҫҫӗ:

Турӑ пирӗн кӗлле хапӑл тутӑр, кӗлӗ вырӑнлӑ пултӑр!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр