Пилсемпе кӗлӗсем

686-мӗш кӗлӗ

Вара вӗсем ял тавра ҫаврӑнаҫҫӗ те хаяр пӑрахма каяҫҫӗ. Вӗсем хаярне укӑлчаран тухса виҫ тапхӑр ҫаврӑнаҫҫӗ хӗвеле май. Унтан вара мӑн кӗрӳ урапа ҫинчен анать те пурин тавра утса ҫаврӑнать, виҫӗ тапхӑр ӳксе пуҫҫапать. Пуҫҫапса тӑрсан ҫак сӑмахсене каласа пӗр-икӗ пус укҫа утса хӑварать: «Мӗн пур хаяр хӑт, усал-тӗсел пиртен уйрӑлса кайтӑр, ҫак укҫа уйрӑлса кайнӑ пек», — тет.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр