682-мӗш кӗлӗ
Хӗрӗ куҫпа чирлӗ пулсан ӑна кил картишне хыҫалтан карта сӳтсе илсе кӗнӗ. Унта вара сурпана урлӑ сарса хунӑ, валашка лартнӑ, чул сарнӑ. Вара вут чӗртнӗ. Юлашкинчен кӗлӗ каланӑ:
Е, пӗсмӗлле! Пӗр Турӑ, ан пӑрах! Карта уҫса кӗртетпӗр вӑрман витӗр, шыв витӗр, вут урлӑ, чул урлӑ; ҫуса, тасатса, шӑлса, ҫунтарса кӗртетпӗр. Ҫак кинӗн куҫӗ шур сурпан пек тасалса, тӳрленсе кайтӑр!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен