Пилсемпе кӗлӗсем

639-мӗш кӗлӗ

Эй, ачамсем! Таса Турӑ пӳрнипе эсир паян авалхи йӑлапа аҫу-аннӳн аслӑ кӗреки умне тӑтӑр. Эй, ачам, эсӗ аҫу вырӑнне тӑрӑн. Эй, хӗрӗм, эсӗ аннӳ вырӑнне тӑрӑн. Эпир ватӑ терӗш йӑлипе ӑшӑ кӑмӑлпа витӗнсе ҫу пек ҫемҫе, пыл пек тутлӑ чӗлхемӗрпе, лайӑх пилӗмӗрпе, чӑн чунӑмпа чӑн тӗрӗсне таса пӗр Турӑ ячӗпе мухтаса пиллетпӗр сире.

Пӗчӗкрен пысӑк пулаҫҫӗ, пысӑкран ватӑ пулаҫҫӗ. Ҫавӑн пек эсир те кӑкӑр сӗчӗпе ӳссе пысӑк пулса мӑшӑрлантӑр. Ҫавӑн пекех сыпӑкран сыпӑка хӑрахран мӑшӑр пулччӑр, мӑшӑртан туратсем пулччӑр, туратран турат пултӑр.

Сире аҫу-аннӳ мӗнле пӗлеҫҫӗ, ҫавӑн пекех пӗлсе таса пӗр Турӑ сире сыхлатӑр. Сирӗн туратӑрсене те хӑвӑр епле аҫу-аннӳне хисеплетӗр, ҫавӑн пекех таса пӗр Турӑ хисеплесе пӑхса сыхлатӑр. Сире те, вӗсене те уй амӑш перекечӗ, йӗтем амӑш перекечӗ, кӑшӑл амӑш перекечӗ, кӗлет амӑш перекечӗ сыхласа усратӑр.

Пӗрре вырӑнне пин пултӑр, илни вырӑнне хушӑнтӑр. Авалхи йӑлапа, ватӑ терӗш йӗркипе, ҫӳлти Турӑ калашле, пирӗн пил сире ҫитсе пытӑр.

Эсир ырра курсан ырӑ пулӑр, усала курсан усал пулӑр. Хуйха-суйха ан пӗлӗр. Усал шухӑш пуҫра ан тытӑр. Парас парӑмран, илсе тӑма тулӑхран сире ыр ӑс-кӑмӑл пултӑр, юсми пил пултӑр, йӑнӑшми чӗлхе пултӑр. Ыр ят сарӑлтӑр, усал ят сиртен сирӗлтӗр. Ырӑ хуҫа пулса, хуҫа ячӗ мире сарӑлтӑр. Ырӑ япала паракана ырӑ сунӑр.

Ват сӑмахне итлесе ырӑ, тӑнлӑ ҫын пулӑр. Кун кунлама пултӑр, ҫӗр ҫӗрлеме пултӑр. Каҫхине канлӗх пултӑр, ир тӑма ҫӑмӑллӑх пултӑр.

Йӗри-таври хӑнасем, ҫакӑ ҫӗнӗ мӑшӑра ыр кун-ҫулне халаллӑр. Ваттисенчен сӑвап пултӑр, пурӑнма кун-ҫул пултӑр. Ӗҫре ялан ҫирӗп ал-ураллӑ пулччӑр, калаҫура ҫемҫе чӗлхеллӗ пулччӑр. Ҫынна парӑм ан пултӑр, ҫынтан парӑм илмелле пултӑр. Ан манӑр: тӳрӗ ҫын куллен ырлӑх тӑвать, кивҫене те парать, унӑн йӑхӗ пиллӗхлӗ тӑвать. Астивсе пӑхӑр — Турӑ ыррине курӑр, ырӑ тӗлне пулӑр.

Эпир мӗн вӑй ҫитнӗ таран сире ырӑ сунса тасалӑхпа пехиллетпӗр. Эсир эпир панӑ чӑн таса пехиле чӑн таса, тӳрӗ кӑмӑлпа хапӑл туса илӗр. Тата юлчӗ пуль, пӗлмесӗр юлчӗ пуль — каҫарӑр. Мӗн ырри сире пултӑр. Халӗ ӗнтӗ пиртен ирӗк: ташлама-юрлама сирӗн кӑмӑл.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр