612-мӗш кӗлӗ
Кӗрӳсем тумланнӑ вӑхӑтра пӳртре кӗтсе лараҫҫӗ, тулли япаласемпе, ӗҫкӗпе. Ашшӗпе амӑшӗ сӗтел пуҫӗнче — тулли куркасемпе. Кӗрӗвӗ пӳрте кӗнӗ чух мӑн кӗрӳпе туй пуҫӗ хушшинче пырать, вӑйҫи хыҫалтан купӑс каласа пырать. Тумланса кӗрет те кӗрӳ ашшӗпе амӑшне ӳксе пуҫҫапать:
Атте-апи, пехиллӗр мана, эсир мана пӗчӗкрен пысӑк турӑр. Хӑвӑр ӗҫленӗ пек ӗҫе вӗрентрӗр. Тӑрӑшуллӑн ҫын ҫулне кӗртрӗр. Кайӑк-кӗшӗк те мӑшӑрланса ҫемье тӑвать, эпӗ те мӑшӑрланма шут тытрӑм. Хам ҫемье туса сиртен уйрӑлма шутларӑм. Сирӗнпе пӗрле пурӑнассинчен уйрӑлмастӑп, эсир ҫӗлесе парас, кӗпе-йӗме ҫуса пама сиртен ыйтас вырӑнне, сирӗн пата илсе килекен хамӑн арӑмран ыйтма шутлатӑп.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен