593-мӗш кӗлӗ
Эй, Турӑ, халиччен мана лайӑх, таса усрарӑн, мӑн ҫӑкӑрпа усрарӑн. Малалла та, Турӑ, чипер, лайӑх усра, кил-ҫурта каялла килме пар. Ырӑ Мӑн Турӑ, мӑн ҫӑкӑрпа таса усра, Сана мӑн ҫӑкӑрпа асӑнатӑп; ҫулта-йӗрте сыхла мана, Туррӑм.
* * *
Халӗ ӗнтӗ вӗренсе юлӑр. Ҫитӗнсен эсир те Турӑпа патшана юрахлӑ пулӑр. Эсир те аҫӑр-аннӗр ҫуртӗнчен ҫаплах уйрӑлса каймалла пулӑр.
* * *
Ырӑ кил-ҫурт, ырӑ кил-ҫурт, паянхи кун тухса каятӑп. Эй, Турӑ, Турӑ, мӗнле те пулсан каялла киле ҫавӑр мана. Турӑ, чипер кун-ҫул пар. Турӑпа патша ӗҫне туса татма пар. Ҫак кил-ҫуртран ан уйӑр. Тепӗр пилӗк ҫултан ҫак ырӑ ҫӗр-шыва курма пар, Турӑ...
Тӑван килпе сывпуллашнӑ чухне каланӑ.
* * *
Ырӑ ҫӗр-шыв, мана хӑвӑнтан ан уйӑр, тепӗр пилӗк ҫултан каллех сан патна сухапуҫпа, урапа тулли ырашпа килме пар.
Тӑван ҫӗрпе сывпуллашнӑ чухне каланӑ.
* * *
Турӑ, мана лайӑх усра, ҫак ҫуратнӑ ҫӗршывран ан уйӑр мана. Эпӗ киличчен те пулсан саманана лӑпкӑ усра, пур ҫакӑнта тӑракан халӑх кӑмӑлӗшӗн мана ҫак ҫӗршыва ҫавӑрса кил, Турӑ...
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен