Пилсемпе кӗлӗсем

562-мӗш кӗлӗ

Эй, Турӑ, Сана асӑнатпӑр-витӗнетпӗр, мӗн тусассӑн та Санӑн ирӗк. Эпир Сана ӗненсе пурӑнатпӑр, Эсӗ кӑларнӑ йӑлана пурне те тӗрӗс тытса пыратпӑр. Паянхи кун ӗнтӗ Санӑн йӑлуна пӑрахас мар тесе ача ячӗ хурса чӑкӑт пуҫлатпӑр. Ку ачана ӗнтӗ Эсӗ аван пӑхса усраса ӗмӗрне вӑрӑм ту. Вӑл ӗмӗрне тулӑхлӑ-сывлӑхлӑ пурӑнса, ашшӗ-амӑшӗ епле пурӑнать, вӑл та ҫав йӑлапах пурӑнтӑр. Ку ачана эпир Илюшка ятлӑ хуратпӑр. Эй, Турӑ, ҫырлах!

Виҫӗ хутчен ӳксе пуҫҫапать. Старик ачана аллине илет те: «Акӑ Илюшка та Сана ӳксе пуҫҫапать», — тет. Вара чӳклекен старик пӳртри ҫынсене пурне те пӗрер курка сӑра ӗҫтерсе тухать те сӗтел ҫинчи чӑкӑта сулахай аллине тытать, ачана сылтӑм аллине тытса:

— Ку ача манӑн сулахай алӑри чӑкӑт пек пултӑр. Эпӗ ку чӑкӑта миҫе татӑк тӑвӑп, ачан та ӳссе ӗмӗрне ирттериччен ҫавӑн чухлӗ ача-пӑча пултӑр, ачисем пурте пурӑнса тулӑх пурӑнмалла пулччӑр, ашшӗ-амӑшӗ йӑлипе пурӑнччӑр. Эсӗ ҫак чӑкӑт пек пул. Ҫак чӑкӑта миҫе татӑк турӑм, санӑн та ҫавӑн чухлӗ ача-пӑча пултӑр.

Чӑкӑта вара татӑк-татӑк тӑвать те пӗр тӗпренчӗкне ачана чӑмласа хыптарать.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр