Пилсемпе кӗлӗсем

558-мӗш кӗлӗ

Ача ҫуралсан сӑра тӑваҫҫӗ, унтан пӗр-ик эрнерен ят пама хӑйсен хурӑнташӗсене чӗнеҫҫӗ. Хурӑнташӗсем пурте пуҫтарӑнсан апат ҫиме лараҫҫӗ. Унтан тата ача ячӗпе пӗр чӑкӑт пуҫлаҫҫӗ. Пирвай, ытти апатсене астивиччен, ҫав чӑкӑтран пурте пӗрер татӑк илеҫҫӗ, вара ят хура пуҫлаҫҫӗ. Ятне хурӑнташсенчен пӗри кала-кала пырать: «Ҫапла ят юрать-и?» — тет. Вара хӑшӗ кӑмӑла килнине параҫҫӗ те пурте амӑшне калаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ачана ятӗнчен каласа: «Апат ҫиме илсе кил», — теҫҫӗ. Унтан сӗтел хушшине амӑшӗ ачине илсе пырса ларать; вара пурте пехил тӑваҫҫӗ: «Ҫак апата ҫисе пурӑнтӑр, сывлӑх пултӑр, пуян пултӑр, ҫын умӗнче хисеплӗ ҫын пултӑр», — теҫҫӗ.

Унтан хурӑнташӗсенчен пӗри мӑрьерен кӑшкӑрса калать, ҫӗнӗ ят, ача ятӗнчен кӑшкӑрса Пикул е Питимӗр ятлӑ хунӑ пулсан: «Питимӗр пирӗштийӗ, кил кунта Питимӗрпе апат ҫиме», — тет те, вара пурте ҫиме пуҫлаҫҫӗ, ҫисе тӑрансан вара сӗтел ҫине укҫа хураҫҫӗ пурте: «Ҫак Питимӗр укҫа-тенкӗ тытса пурӑнтӑр», — теҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр