Пилсемпе кӗлӗсем

484-мӗш кӗлӗ

Килсерен, кашни ӑру уйрӑммӑн тӑвакан чӳк — килӗш пӑтти юсманӗ. Кӗркунне ӗҫ пуҫтарсан килӗш пӑтти юсманӗ чӳклес тесе килӗсерен кам ӗлкӗрнӗ, ҫавӑ пӗрле пухӑнса пӗр хуран пӑтӑ, пилӗк пашалу, ҫирӗм ҫичӗ юсман тата йӑва пӗҫереҫҫӗ. Пӑтти пиҫсен пӑртак пӑттине пӗр чашӑк ҫине антарса хӑвараҫҫӗ. Вара урай варрине сӗтел лартса хуранне унта лартаҫҫӗ, пӑтти ҫине куҫ тӑваҫҫӗ, чашӑкпа пашалу хураҫҫӗ. Вара ҫие тумтир тӑхӑнса, хул хушшине ҫӗлӗк хӗстерсе кӗлле тӑрать пӗри:

Ҫырлах, ырӑ мӑн Турӑ! Сана хуранлӑ пӑтӑпа асӑнап, витӗнеп, тав тӑвап, пуҫҫапап. Ырӑ Мӑн Турӑ, каҫ выртсан канлӗх пар, ир тӑрсан ҫӑмӑллӑхне пар, кунтан кун ырри пар. Ҫӗртен ҫӗр ырри пар. Кирек мӗн пулсан та, ырӑ Мӑн Турӑ, пӗли-пӗлми айван ывӑлне виҫ сӑмахпа хуш курса хапӑл туса илме пулин пар.

Ӳксе пуҫҫапаҫҫӗ те тӑричченех сӗтел ҫинчи хурансене тайӑлтараҫҫӗ. Вара чӳклекенӗ пӑттине те, пашалуне те астивет те урӑхне хурать.

Унтан вара малтан антарса хӑварнӑ пӑтӑран пӗр чашӑк ҫине илет те, пӗр пашалу илет те сӗтел ҫине хурса тата асӑнать. Ун чух Турӑ амӑшӗ тесе асӑнаҫҫӗ малтанхи пекех. Пӳлӗхҫӗ тесе ҫав хӑварнӑ пӑтӑранах илсе пӗр пашалупа чӳклеҫҫӗ ӗлӗкхи пек.

Ҫав хӑварнӑ пӑтӑранах илсе Пӳлӗхҫӗ амӑшӗ тесе чӳклеҫҫӗ. Унтан ҫак кӗлӗпех ытти турӑсемпе ырӑсене те пӑтӑпа тата юсмансемпе чӳклесе тухаҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр