454-мӗш кӗлӗ
Вӑйӑ тапраниччен хӗрсем пынӑ ҫынсене икерчӗ пӗҫерсе ҫитереҫҫӗ, сӑра та ӗҫтереҫҫӗ. Тӗттӗм пулсан ушкӑнӑн-ушкӑнӑн итлеме саланаҫҫӗ: чӳрече кутӗнче, пӳртри ҫӳппе ӑрама кӑларса пӑрахнӑ вырӑнта, йӗтем ҫинче, хирте итлесе ҫӳреҫҫӗ; ҫапла итлесе ҫӳренӗ чух пурӑнӑҫ тӑршшӗнче мӗн пулассине илтме пулать теҫҫӗ.
Хире итлеме вӑйпитти ҫынсем кӑна каяҫҫӗ, унта кайнӑ чух хӗрсене хӑвараҫҫӗ, хӑйсемпе пӗрле йӗри-тавра тимӗр карта ҫавӑрма пуртӑ, ҫӑкӑр сӑмсипе тӑвар илеҫҫӗ. Ялтан пӗр вун ҫухрӑм кайса хӑйсене тимӗр карта ҫавӑрса выртаҫҫӗ: унта усал пырса малашне мӗн пуласси ҫинчен каласа парать пулать. Ҫамрӑк-кӗрӗм итлесе ҫӳресен-ҫӳресен малтан пухӑннӑ пӳртре мӑшӑрланса выляма тытӑнаҫҫӗ: пӗр-пӗрне пуҫҫаптараҫҫӗ, пӗрне-пӗри шав чуптутараҫҫӗ, чуптумасан явнӑ пиҫиххипе «хӗнеҫҫӗ», пукан урлӑ сиктереҫҫӗ, лайӑх сикеймесен каллех чуптутараҫҫӗ. Ҫур ҫӗр ҫитеспе сурӑх ури тытма каяҫҫӗ: сурӑх витине кӗрсе сурӑх ҫӑмӗ ҫӑлса тухаҫҫӗ, хура ҫӑм пулсан хура каччӑ, хура хӗр пулать, шурӑ ҫӑм лексен сарӑ хӗр, сарӑ каччӑ пулать теҫҫӗ. Пӗчек ачасем юр ҫине мӗлке ӳкереҫҫӗ, мӗлке ҫине пучах пырса ӳксен ҫын телейлӗ пулать теҫҫӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен