438-мӗш кӗлӗ
Ҫырлах, Мӑн Турӑ, Мӑн Турӑ Амӑшӗ; Хӑрпан, Хӑрпан амӑшӗ; Кепе, Кӗтӳ пуҫӗ, сире йӑлӑнатпӑр. Тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗхшӗн пуҫҫапатпӑр. Ҫак картара тӑракан выльӑхсене тӗрӗс-тӗкел усра; шыв хӗрринче ӳссе ларакан ҫӳҫе пек хунаттарса йышлантар; пӗр вӗҫӗ картара пултӑр, тепӗр вӗҫӗ вакра пултӑр. Ҫак выльӑхсене усал аллине ан парӑр, какран-хуҫаран хӑтарса пырӑр, сыхлӑр. Пыйтӑран-хуртран тасатса тӑрӑр вӗсене. Шерпет пек шыв ӗҫме парӑр вӗсене, тул ҫӑнӑх пек ҫемҫе курӑк парӑр. Пуснӑ выльӑхин ашӗ тутлӑ пултӑр. Ҫуллен вуншар пуҫ пусма парӑр, ҫырлахӑр! Ҫырлах, хаяр тавраш, мӑн хаярне ху чарса тӑр, тум хаярне пирӗн тавраша ан яр. Сана, хаяр амӑшӗ, пӗр пашалу, виҫӗ пӑтӑ паратпӑр: хӑвӑн ачуна-пӑчуна, пирӗн выльӑхсене сыхлаттар, ҫырлах! Ҫырлах, Пихампар! Эсӗ хӑв кашкӑру-йыттусене выльӑхсем патне ан яр, ху вӗсене сыхласа тӑр. Сана эпир пашалупа, пӑтӑпа пуҫҫапатпӑр, ҫырлах, аминь, ҫырлах!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен