Пилсемпе кӗлӗсем

233-мӗш кӗлӗ

Чура паттӑр! Пирӗн авалхи паттӑр маҫаксем!

Эпир сире чӳк парса асӑнма килтӗмӗр. Пирӗн ӗҫме-ҫимене йышӑнар, пирӗн сӑмаха итлесе пӑхӑр. Савӑнмалли те пур пирӗн, хурланмалли те пур. Эсир пире вӑй парса тӑрӑр.

Паян пирӗн Хӑравути пуххи пулать. Унта калаҫӑпӑр, юрлӑпӑр, ташлӑпӑр, ӗрет тухӑпӑр. Эсир те чунӑрсемпе пирӗн йышра ҫӳрӗр. Эпир ӗҫлесе тунине курӑр, эпир мӗнле пурӑннине хак парӑр.

Эсӗ, Чура паттӑр, монголсемпе ҫапӑҫса вилнӗ. Эпир фашистсемпе ҫапӑҫса куртӑмӑр. Эсир пилленине манмастпӑр, тӑван ҫӗре хӳтӗлеме пӑрахмастпӑр. Вӑрҫи-харҫи ҫаплах пӗтмест. Ҫавна мӗнле чармалла-ши? Яшсен ӗмӗрӗсене уссӑр пӗтерес марччӗ...

Йывӑр килсен сана пулӑшма чӗнӗпӗр. Эпир сана манман, манмастпӑр. Халӗ ӗнтӗ Хӑравути пуххине пыр. Пирӗнпе пӗрле савӑн. Чап та мухтав пултӑр сана! Сан пекех ытти паттӑр салтаксене те мухтавран мухтав пултӑр!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр