Пехилпе халал
Пехиле ватӑ ҫын хӑйне пулӑшнӑшӑн, пӑхса пурӑннӑшӑн тав туса калать. Пехил сӑмахӗпе пӗрле асӑнса упрама паха парне параҫҫӗ.
Уйрӑлса каякан ҫын юлакансене асра тытса, усӑ курса пурӑнма япала, укҫа-тенкӗ, кил-ҫурт тата ытти те халалласа хӑварма пултарать. Халал сӑмахӗсем, халал сӑввисем, халал кӗллисем пулаҫҫӗ. Вӗсенче ҫирӗпленнӗ илемлӗх мелӗсемпе, ҫаврӑмсемпе, хутламсемпе тӑтӑш усӑ кураҫҫӗ.
89
Ӗмӗр-ӗмӗр иксӗлми сӑвап курччӑр чӑн чӑваш тӗнне упраса хӑварнӑ неселсем, вӗсен тӑхӑмӗсем — нимрен хӑрамасӑр хӑйсен тӗнӗ ҫинчен каласа панӑ Ухинккел, Клемтел, Ҫӗнӗ Йӗлмеллӗ халӑхӗ. Юлашкинчен сире Селтилет акка тунӑ кӗлӗ сӑмахӗсене улӑштарса ҫапла калам:
Пехил ӳснӗ ҫӗршыва, унӑн сывлӑшне, ывӑлне-хӗрне, ваттисене, пур тӑвансене, кунта килнӗ хӑнасене, кунта пурӑнакан пур халӑх ачисене! Пехил тӗп чӑваш тулашӗнче пурӑнакан чӑн чӑвашсене, вӗсен ҫӗрне, шывне, сывлӑшне, вӑрманӗсене, ялӗсене! Пехил вӗсен ваттисене, ҫамрӑкӗсене, выльӑхне-чӗрлӗхне, пӗтӗм ҫут ҫанталӑкне.
Пехил! Пехил! Пехил!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен