89-мӗш кӗлӗ
Ӗмӗр-ӗмӗр иксӗлми сӑвап курччӑр чӑн чӑваш тӗнне упраса хӑварнӑ неселсем, вӗсен тӑхӑмӗсем — нимрен хӑрамасӑр хӑйсен тӗнӗ ҫинчен каласа панӑ Ухинккел, Клемтел, Ҫӗнӗ Йӗлмеллӗ халӑхӗ. Юлашкинчен сире Селтилет акка тунӑ кӗлӗ сӑмахӗсене улӑштарса ҫапла калам:
Пехил ӳснӗ ҫӗршыва, унӑн сывлӑшне, ывӑлне-хӗрне, ваттисене, пур тӑвансене, кунта килнӗ хӑнасене, кунта пурӑнакан пур халӑх ачисене! Пехил тӗп чӑваш тулашӗнче пурӑнакан чӑн чӑвашсене, вӗсен ҫӗрне, шывне, сывлӑшне, вӑрманӗсене, ялӗсене! Пехил вӗсен ваттисене, ҫамрӑкӗсене, выльӑхне-чӗрлӗхне, пӗтӗм ҫут ҫанталӑкне.
Пехил! Пехил! Пехил!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен