Пилсемпе кӗлӗсем

Ухӑт

Чӑвашла-вырӑсла сӑмахсарта «ухӑт» сӑмаха «отчитывать, врачевать чтением молитв» тесе ӑнлантарнӑ. Ытарлатса каланӑ чухне вӑл сӑмахпа «колотить, дувасить» пӗлтерӗшпе усӑ курнӑ.

Мӑчавӑр айӑпа кӗнӗ ҫынна тӗрӗссине калаттарас, айӑпне йышӑнтарас тесе хистесе, ӳпкелесе калакан сӑмахлӑх тӗсне ухӑт тенӗ.

 

81

Ял сӑмахӗ йывӑр, сана ятна тивекен сӑмах тухнӑ. Ӑна пуҫ ҫинче йӑтса ҫӳриччен чун ҫинчен сирсе пӑрахни аван.

Ку айӑпа эсӗ ҫын астарнипе, васканипе, нуша килнипе тума пултарнӑ. Уншӑн айӑплӑ пулсан айӑпна йышӑн, вара эпӗ сана айӑпа каҫармалли ҫул-йӗре пӑхӑп; асапна сирӗп, ял сӑмахне чарса лартӑп.

Ним ҫукран ятра ҫӳрени уссӑрман, каҫару ыйтнипе никам та хур курман.

Таса пул! Таса пуҫа элек витеймест.

82

Каҫар ман айӑпа, тӗнче тытан Аслӑ Турӑ! Хӑвӑн вӗҫсӗр хӑватупа тата хӑватун ырӑ пархатарӗпе манӑн тӗрӗс мар ӗҫсене, вырӑнлӑ мар шухӑшсене, таса мар кӑмӑлсене тасат! Малашне йӑнӑш тӑвасран упранма пулӑш, тӗрӗс мар каласран упранма пулӑш, ҫын сӑмахӗ хыҫҫӑн каясран упранма пулӑш!

Айӑпсӑрах айӑп айне пуласран пӑрӑнма вӗрент! Чӑннине чунпа курма пар, тӗрӗссине ӑспа картма пар! Куҫсене ҫутӑ курма тунӑ: чӑн пулнине чӑн пулнӑ тесех калама пар, суяна суя тесех сирме пулӑш. Хурана хура тесех калаттар, тасана таса хальлӗнех тӳрре кӑлар!

Ухмахпа пуҫтахран пӑрӑнмалла пултӑр. Усал-тӗселе, хура хаяра ирӗке кайма ан пар!

Ирӗксӗртен айӑп тунӑран, хам тӗрӗс мар пулнӑшӑн каҫару ыйтатӑп.

Эсӗ мана каҫарӑн, эпӗ сарӑмсӑр айӑпланнӑ ӗҫшӗн те каҫарӑн. Анчах эсӗ пирӗн тӑшмана та ҫаплах каҫарӑн-ши?

Тайӑк пуҫа тайӑнма пар!

Каҫӑр пуҫа касӑнма яр!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр