82-мӗш кӗлӗ
Каҫар ман айӑпа, тӗнче тытан Аслӑ Турӑ! Хӑвӑн вӗҫсӗр хӑватупа тата хӑватун ырӑ пархатарӗпе манӑн тӗрӗс мар ӗҫсене, вырӑнлӑ мар шухӑшсене, таса мар кӑмӑлсене тасат! Малашне йӑнӑш тӑвасран упранма пулӑш, тӗрӗс мар каласран упранма пулӑш, ҫын сӑмахӗ хыҫҫӑн каясран упранма пулӑш!
Айӑпсӑрах айӑп айне пуласран пӑрӑнма вӗрент! Чӑннине чунпа курма пар, тӗрӗссине ӑспа картма пар! Куҫсене ҫутӑ курма тунӑ: чӑн пулнине чӑн пулнӑ тесех калама пар, суяна суя тесех сирме пулӑш. Хурана хура тесех калаттар, тасана таса хальлӗнех тӳрре кӑлар!
Ухмахпа пуҫтахран пӑрӑнмалла пултӑр. Усал-тӗселе, хура хаяра ирӗке кайма ан пар!
Ирӗксӗртен айӑп тунӑран, хам тӗрӗс мар пулнӑшӑн каҫару ыйтатӑп.
Эсӗ мана каҫарӑн, эпӗ сарӑмсӑр айӑпланнӑ ӗҫшӗн те каҫарӑн. Анчах эсӗ пирӗн тӑшмана та ҫаплах каҫарӑн-ши?
Тайӑк пуҫа тайӑнма пар!
Каҫӑр пуҫа касӑнма яр!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен