Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫӗнӗ ҫынсен туйри пуҫтайӗ

Авалхи туй пилӗн кӗвӗллӗ сӑмахӗ тури чӑваш ялӗсенче сарӑлнӑ. Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте, Элӗк районӗнчи Витеҫучре, Шупашкар районӗнчи Станьялӗнче, Трак хутлӑхӗнчи Именкассинче тата ытти ҫӗрте ҫырса илнӗ пӗр евӗрлӗ тӗслӗхсем ку юрӑ авалхи тата ҫирӗп йӑлара пулнине кӑтартать.

Пуҫтай юрри умӗнче пӗр ҫӗрте ашшӗ-амӑшӗ чӗнсе калани пур. Ӑна малтан каччӑ юрласа калать, малалли сӑмахсене пӗрле каласа е юрласа параҫҫӗ.

 

77

Ах, аттеҫӗм тетпӗр те, ай, аннеҫӗм,

Сирӗн аллӑрсенче те тулли курка...

Эпир юрлаласан та вӗсем иксӗлмӗҫ...

Сирӗн чунӑрсенчи ырӑ сӑмахсем

Эпир пуҫ таймасассӑн илтӗнмӗҫ...

Паян пирӗн сире тимлемеллех,

Сирӗн те пире пиллемеллех.

 

(Кашни ик йӗрки ҫавра пек, 2-мӗш йеркине икшер хут юрлаҫҫӗ.)

78

Шӑпӑрах та шӑпӑр ҫумӑр ҫӑвать, —

Хурӑн айне эпир кайса ларар-и?

Ах, аттеҫӗм, тетпӗр те ай, аннеҫӗм,

Урӑр айне пукан ай лартар-и?

Саватӑр та пулсан ай пусса ларӑр,

Савмастӑр та пулсан ай тапса ярӑр.

Эсирех те ватӑ, ай эпир ҫамрӑк —

Сире пуҫҫапмасӑр ай пуҫ пулмӗ.

Эсир пиллесессӗн те ай ӗмӗрлӗх,

Эсир пиллемесен ай виҫ кунлӑх.

Ах, аттеҫӗм, тетпӗр те ах, аннеҫӗм,

Эсир пире пиллӗрсем ай ӗмӗрлӗх.

Эпирех те пӗр-пӗрне ай юратрӑмӑр

Ӗмӗрлӗхех пӗрле те ай юратупа.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр