88-мӗш кӗлӗ
Паянтан сана хамӑртан уйӑратпӑр. Турӑ панӑ шӑпаран тарса хӑтӑлас ҫук, Турӑ панӑ шӑпаран пытанса юлас ҫук, ҫӳлти Турӑ ырлӑх парать, ҫӗрти ҫӗр сухалать. Кутамкка тени тулли пултӑр, кутамкка тени ҫирӗп пултӑр, хырӑм выҫҫи ют пултӑр. Ларас вырӑн типӗ пултӑр, каяс ҫулу ҫу пултӑр, утас вырӑн ҫатма пултӑр. Ырӑ кӑмӑлпа, ырӑ туйӑмпа килес ҫулу пыл пултӑр. Ватӑ аҫу-апуна чыспа пытарма Турӑ ҫавӑртӑр. Тӑшман кулли ан пул, вӑй ҫук тесе намӑса ан юл. Улӑп вӑйне кӑтарт, ҫут тӗнчерен тӑшмана ҫухат.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен