783-мӗш кӗлӗ
Вилнисем тытнӑ пулӗ тесен ҫӑва ҫине кайса йӑлӑнса сӑхсӑхса аслашшӗ-асламӑшӗсенчен: «Тӳрлет ачана, чӗрт», — тесе ыйтаҫҫӗ. Вӑт ӑна ак ҫапла тӑваҫҫӗ. Вилӗ юпи ҫине тайӑлса лараҫҫӗ те:
Ах, асатте, асанне! Эсир те пулин ан тивӗр ман ача-пӑчама. Каҫарӑр, тетӗп, сире час асӑнтараймарӑмӑр пулӗ. Ҫилленетӗр-и, тен, каҫарӑр халӗ. Ҫийӗр, ӗҫӗр, ҫакна парам, анчах ан тивӗр ман ачама. Ах, чӗртӗр тархасшӑн.
Тем тӗрлӗ каласа сӑхсӑхса апатсем параҫҫӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен