782-мӗш кӗлӗ
Пил ту! Каҫар! Сантан пулсассӑн, хӗнне-асапне ан пар! Арҫын сӑмах тунӑ пулсан та, арӑм сӑмах тунӑ пулсан та, чиксе килсен сӑмах тунӑ пулсан та, ҫурта айӗнче сӑмах тунӑ пулсан та, хӗрӗхӗшӗнче сӑмах тунӑ пулсан та, ҫиччӗмӗшӗнче сӑмах тунӑ пулсан та, эрне каҫӗнче сӑмах тунӑ пулсан та, пумилккинче сӑмах тунӑ пулсан та, сӑвап ҫурти ҫутнӑ чухне сӑмах тунӑ пулсан та каҫар! Пил ту! Кам сӑмах тунине пӗлместӗп, каҫар!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен