773-мӗш кӗлӗ
Ҫырлах, ҫырлах, ҫырлах! Мӑн киремет, ҫырлах! Мӗнпе пӑсрӗҫ, унпа ҫырлах! Сурпанпа пӑсрӗҫ-и, ҫӗрӗк ҫӑпатапа пӑсрӗҫ-и, кӗпепе пӑсрӗҫ-и, ҫӳҫпе пӑсрӗҫ-и, ут ҫилхипе пӑсрӗҫ-и, ҫырлах!
Выльӑх-чӗрлӗх тӳрлеттер! Ҫакӑнпа тӳрлететӗп; тӳрленсе кай.
Ҫак ӑста килнӗ ҫакӑнта вил тӳрлетме ҫич тинӗс урлӑ, хӑйӑртан кӗпер туса, пӑхӑртан, ылтӑнран, йӑсран.
Те малтан каласси кая пулать, те кайран каласси мала пулать, пирӗн алӑра кӗнеке ҫук; виҫ сӑмахран хапӑл ил. Чӳк, ҫырлах! Эпӗ астивиччен эсӗ астив!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен