772-мӗш кӗлӗ
Киремет тарсан, унӑн юлташӗ Мальӑм хуҫа юлнӑ. Мальӑм хуҫа вӑхӑтлӑха питӗ чапа тухнӑ. Вӑл чирлисене сыватнӑ. Выльӑхсене астуса тӑнӑ, ачисене сыввӑн усранӑ, анчах пурне те мар. Кам ӑна ҫырлахтарман, унӑнне вӗлерсе пӗтернӗ. Кам ҫырлахтарнӑ, унӑнне чиртен ҫӑлнӑ.
Киреметпе Мальӑм хуҫана тархасламаллисем ҫаксем пулнӑ: этем чирлесен, чустаран пурне те пӗчик этем кӗлетки туса пӗҫернӗ. Ҫавна чӑрӑш кутне илсе кайнӑ та Мальӑма тархасланӑ.
Манӑн этеме сыват. Сана сӑмахпа е ӗҫпе кӳрентернӗ пулсан, сана этем вырӑнне этем парӑттӑм. Ҫырлах, сыват ман этеме!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен