768-мӗш кӗлӗ
Шӑл хытӑ сурнипе аптранӑ пирки калать: шӑла хаяр куҫ ӳкрӗ е ҫав виле тытрӗ пулӗ тесе, чӗлхе вӗртсе пӑхать, вилнине ҫӑмартапа, апатпа хывса асӑнать, ҫавах пичӗ-куҫӗ пушшех шыҫса кайса хӗн курать. Тепри калать: «Ара сан шӑлу пилеш ҫинӗрен сурать пулӗ, ӑна асӑнса ҫурта лартас пулать», — тет. Шӑл суракан ҫын ҫурта илет те пилеш йывӑҫӗ патне кайса акӑ ҫапла калать:
Акӑ ӗнтӗ сана, пилеш йӑвӑҫӗ, ҫурта лартса пуҫҫапатӑп. Сан ҫимӗҫне пӗлмесӗр ҫирӗм. Ман шӑл ҫавӑншӑн сурса ыратать. Малашне ӗнтӗ сан ҫимӗҫне шӑл айне хумӑп. Акӑ сана ҫурта лартса пуҫҫапатӑп, урӑх малалла ман шӑла ан сурт.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен