767-мӗш кӗлӗ
Чӑвашсем пилеш йывӑҫран усал хӑрать теҫҫӗ. Пилеше вӗсем темрен те мала хураҫҫӗ-и, тен. Тырра вупӑр ан ҫитӗр тесе ӑна кӗлете тырӑ пури ҫине кӳртсе хураҫҫӗ. Ҫамрӑк пӑрусем чирлесен вӗсен мӑйӗсене пилеш шӑрҫасем ҫака-ҫака яраҫҫӗ. Хӑш-хӑш чухне, пӗрне-пӗрне сивӗ чир ерсен, вӑрмана каяҫҫӗ те чӗрӗ пилеше варринчен ҫурса витӗр тухаҫҫӗ. Тухнӑ чухне ак ҫапла калаҫҫӗ:
Пилеш йывӑҫ, ҫак сивӗ чире манран уйӑр. Хӑҫан та хӑҫан ҫав сивӗ чир сан витӗр тухӗ, ҫавӑн чухне тин мана ертӗр. Тата хӑҫан та хӑҫан ҫав сивӗ чир ҫунса выртакан кӑвара ерӗ, хӑҫан та хӑҫан шыв тӗпӗнче выртакан кӑвар пек таса арман чулне тытса силлӗ, ҫавӑн чухне тин мана тытса силлетӗр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен