715-мӗш кӗлӗ
(Кӗлӗ майлӑ)
Аки-сухи асран кайми,
Асран кайми аки-сухи!
Шӑрчӗ кастӑр, трен хӑпӑттӑр,
Асран кайми аки-сухи!
Ултӑ лаши акара пулччӑр,
Виҫӗ кӗсри сӳрере пулччӑр,
Тихисем хыҫран выляса пыччӑр,
Асран кайми аки-сухи!
Ана йӑранлӑ ай пултӑр-и,
Ҫаран чикеллӗ ай пултӑр-и.
Кӗр акни, ҫур акни хулӑм пултӑр.
Хулӑм кӗр аки тулӑх пултӑр.
Атте-аннерен ай пахи ҫук,
Турӑран-пӳлӗхрен асли ҫук.
Ӗҫетпӗр те ай ҫиетпӗр
Атте-анне ай тивлетпе.
Юман йывӑҫ пылне-ҫуне,
Юман йывӑҫ пылне-ҫуне
Ӗҫетпӗр те ай ҫиетпӗр.
Асран кайми аки-сухи!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен