674-мӗш кӗлӗ
Хӗре «вӑрланӑ» йӗркепе илсе килсен те каччӑ хӗре пӳрте алӑ ҫинче ҫӗклесе кӗрет. Ӑна сак ҫине лартсан ывӑлӗн ашшӗпе амӑшӗ вӗсене тав туса тулли куркана ӗҫеҫҫӗ. Ашшӗ ывӑлне, амӑшӗ хӗрне пил сӑмахӗсем калаҫҫӗ.
Эй, ывӑлӑм! Акӑ ӗнтӗ эсӗ авлантӑн. Сана ӗнтӗ аҫупа аннӳ ятласа ӑс кӳртес ҫук. Хӑна ху астуса пурӑн, ачаллӑ-пӑчаллӑ пулӑр. Арӑмупа килӗштерсе, юратса, хирлешмесӗр, ятлаҫмасӑр пурӑнӑр. Пӗр каласа янӑ сӑмаха тепӗр хут тытмалла мар. Ҫавӑн пекех мӑшӑрлӑха та, пӗр сӑмах татсан, тепӗр хут тавӑрма май килмӗ. Малашне арлӑ-арӑмлӑ чипер пурӑнма тӑрӑшӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен