673-мӗш кӗлӗ
Туй тухса кайнӑ чух татах урӑх сӑвӑпа юрӑ пуҫлаҫҫӗ.
Пахча кӑна пахча шурӑ купӑста,
Ҫулҫине татмасӑр пуҫ пулмӗ.
Эсирех те ватӑ, эпир ҫамрӑк,
Сире пуҫҫапмасӑр чыс пулмӗ.
Ҫав вӑхӑтра хӗрпе каччи хуҫа арӑмӗпе упӑшки умне пырса чӗркуҫҫи ҫине ларса пуҫҫапаҫҫӗ. Хуҫисем пехиллеҫҫӗ:
Ачам, усал ан пул, усал пулмасан, пӗр-пӗрин саклаҫне кӗрсе пырсан пурӑнӑҫ пулать. Пирӗн пек нумай пурӑнмалла пултӑр. Пирӗн пек нумай ачаллӑ-пӑчаллӑ пулӑр.
Куркапа сӑра ӑсса илеҫҫӗ. Старик парать кин пулассине, карчӑк — качча. Ҫак сӑрана ӗҫсен кайран укҫа параҫҫӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен