623-мӗш кӗлӗ
— Пирӗн хӑтанӑн хӗрӗх хӑлаҫ картишӗ пур, хӗрӗх хӑлаҫ картишӗнче хӗрӗх юпа, хӗрӗх юпара хӗрӗх ункӑ, хӗрӗх ункӑран пӗр ункине пире лаша кӑкарма памӑн-и? — тет пирӗн кӗрӳ.
— Пиртен тавах, — тет хӑти.
— Пирӗн хӑтан сакӑр кӗтеслӗ пӳрт пур, пӳртӗнче 90 урай хӑми, 90 урай хӑминчен пӗр хӑмине тӑрса канма памӑн-и? — тет пирӗн кӗрӳ.
— Пиртен пил.
— Сакӑр вунӑ саккӑр пур. Сакӑр вунӑ саккинчен пӗр саккине ларса канма памӑн-ши? — тет пирӗн кӗрӳ.
— Пиртен пил, — тет хунӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен