598-мӗш кӗлӗ
Алӑка е чӳречене пӗр шит уҫаҫҫӗ, пурте тухӑҫалла пӑхса кӗлтӑваҫҫӗ.
Эй, тӑвансем, тӑрӑр халӗ ура ҫине, Турра кӗлтӑвар! Эй, пӗсмӗлле, аминь. Ҫӳлти Турӑ, ҫӗрте патша, Сире кӗлтӑватпӑр, лайӑх чӗлхе-ҫӑварӑмпа, таса чунӑмпа, ырӑ кӑмӑлӑмпа; ырлӑх-сывлӑх патӑр, лайӑх ҫынпа паллашма патӑр, ватӑсене курсан пичче темелле пултӑр, ҫамрӑксене курсан шӑллӑм темелле пултӑр, карчӑка курсан асанне темелле пултӑр, ҫамрӑк хӗрсене курсан йӑмӑк темелле пултӑр, ача-пӑчаллӑ пулччӑр, ватӑлса шурӑ ҫӳҫлӗ пуличчен пурӑнмалла пултӑр!
Вара хӗр амӑшӗ кучченеҫе тата-тата кашни кӗтесе хурать: Хӗрт-сурта, кил илемне кӳртсе тӑракан Турра валли. Вара хӑнасем пурте лараҫҫӗ те ӗҫме-ҫиме тытӑнаҫҫӗ. «Йӳҫӗ ӗҫсе тутлӑ калаҫмалла пултӑр», — теҫҫӗ. Хӗр пӳрте кӗрсен ашшӗпе амӑшне пуҫҫапать, ашшӗпе амӑшӗ вӑл вӑхӑтра куркапа сӑра тытса тӑраҫҫӗ, вӗсем сӑрине ӗҫсе тав тӑваҫҫӗ: «Тав сана, хӗрӗм», — теҫҫӗ. Хӗрӗ малтан кӗрсенех вӑтанса куҫҫульпе йӗрет. Ашшӗсем ӑна пехиллесе калаҫҫӗ:
Эй, ачам, пиртен тухнӑ йӑла мар, ваттисенчен тухнӑ йӑла; санӑн пурнӑҫу ырлӑхлӑ-сывлӑхлӑ, вӑрӑм ӗмӗрлӗ, ачаллӑ-пӑчаллӑ пултӑр. Ҫӑкӑрлӑ-тӑварлӑ пул, ырӑ курса пурӑнма тӑрӑш. Эй, ваттисем, пил тӑвӑр! Эпир ӗҫетпӗр, ҫиетпӗр, сирӗн ятӑрсене асӑнатпӑр, кӑмӑлӑра хӑвармастпӑр, шухӑшӑрсенчен шуйланса хӑраса тӑмастпӑр, ҫырлахса пил тӑвӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен