362-мӗш кӗлӗ
Турӑ, сана асӑнатӑп хура халӑх вӑйӗпе. Чӳк, ҫырлах!
Ку сӑмахсене каланӑ чух мӗнпур халӑх: «Чӳк, ҫырлах!» — тесе тайӑлать.
Хура халӑх асӑнать ҫичӗ теслӗ тыррипе, ачи-пӑчипе. Чӳк, ҫырлах! Шӑрт-тӗрен кӑларса, пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илме пар, тӗпне хӑмӑш пек, патампаш пек пулма пар. Чӳк, ҫырлах! Йывӑр пӑрӑнтан, йывӑр ҫумӑрӑнтан сыхласа тӑр. Чӳк, ҫырлах! Хура синкертен, выҫлӑхран сыхласа витсе тӑр. Чӳк, ҫырлах!
Ҫырлах, ҫӗнӗ тырӑ пӑттипе ҫерҫи чӳкӗ чӳклетпӗр. Ҫырлахсан — ҫырлах, ҫырлахмасан — килес ҫул чӳклемӗпӗр. Ҫерҫи чӳкне килнӗ хӗрсен йӗтенӗсем кӑкӑр таран ӳсчӗр, пусисем мӑй таран пулччӑр, кантӑрӗсем пуҫ тӳпинчен пулччӑр, хӑйсем качча кайса пӗтчӗр, качча кайсан сак тулли ачисем пулччӑр. Ачисем ҫерҫи чӳкне килччӗр ҫерҫипеле.
Ҫырлах, аминь, Турӑ. Тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр. Хӗр ҫырмине ҫерҫи чӳклетпӗр. Хӗрсем качча каймалла пулччӑр, каччӑсем авланмалла пулччӑр.
Аминь, Турӑ, ҫырлах!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен