323-мӗш кӗлӗ
Хаклӑ ҫынсем! Ырӑ сунар аслӑ турӑсемпе ырӑсене чӳк пӑттипе, тилмӗрсе ыйтар вӗсенчен пире ҫумӑр пама!
Аслӑ Туррӑмӑр, аслӑ Пӳлӗх! Эпир Сана чӗререн хисеплесе тав тӑватпӑр, ҫӗр ҫинчи хыпарсене пӗлтеретпӗр. Пӳлӗхҫӗм, йышӑн пирӗн тилмӗрсе каланӑ сӑмаха. Хӑвӑн ырӑ кӑмӑлна ҫӗр ҫинчи халӑхшӑн хӗрхенсе ан тӑр, эпир вӑхӑтра акнӑ пӗрчӗсене хӑпарма вӑй пар.
Хӑвӑн ырӑ кӑмӑлна уҫса ярсам пирӗн анасем ҫине, улӑхсем ҫине. Ислентӗр пирӗн тарпа кӑпӑшланнӑ хура ҫӗр, тырӑ-пулӑ капмарланса ҫӗклентӗр, ана-ҫаран пирӗн кӑмӑла савӑнтартӑр.
Пулӑшсам халӑха, Пӳлӗхҫӗ! Кашни килте пӳлме тулли тырӑ пултӑр, кашни кил картинче выльӑх-чӗрлӗх тулли пултӑр! Ӗҫлекен халӑх ҫав сӑвапа тивӗҫлӗ. Пуянни пӑхса тӑрӗ, чухӑнни куҫҫулӗпе тархаслӗ. Сирӗн умра эпир пурсӑмӑр та танах. Ӗҫӗмӗре кура тӗрӗс сӑвап сирӗнте пулмалла. Илтӗр пирӗн сӑмаха, ҫырлахӑр. Эпир те ҫут ҫанталӑк ыйтнине вӑхӑтра туса пыратпӑр. Йӑнӑш тӑвакан пулсан пире каҫарӑр, айвансене ӑса кӗртме пулӑшӑр. Халӑх кӑмӑлне хапӑла илӗр. Йывӑр чухне эсир пире пӗрле пулма, алран алӑ пулӑшса пурӑнма ыйтатӑр. Курӑр акӑ: кунта пӗтӗм халӑх пухӑннӑ. Вӗттисем пур, ваттисем пур, хӗрсем пур, йӗкӗтсем пур. Пурте ырра ӗмӗтленеҫҫӗ, пурте тивӗҫлине кӗтеҫҫӗ. Ӗҫлеме ӳркенмеҫҫӗ, итлеме пӑрахмаҫҫӗ, выляма манмаҫҫӗ. Вӗсен кӑмӑлне ҫырлахса йышӑнӑр. Тавах! Аминь сире!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен