Пилсемпе кӗлӗсем

295-мӗш кӗлӗ

Пирӗн ялта виҫӗм ҫул сапантуй пулчӗ. Ҫак сапантуйра эпӗ те пултӑм. Вӑл пуҫланнӑ чухне вылямалли вырӑн хатӗрлерӗҫ, Ялта сӗлкӗсем, ҫӑмартасем пухрӗҫ. Ку ӗҫ Мункун эрнинче ҫуркунне пулчӗ. Кӑнтӑрла ҫитес умӗн пӗтӗм халӑх: ватти те, ҫамрӑкки те, хӗрарӑмӗ те — ял хыҫне, сапантуй пулас ҫӗре, курма тухрӗ. Ҫав ҫынсемпе пӗрле нумай хӑнасем пычӗҫ: ют ялти чӑвашсем те, тутарсем те, вырӑссем. Эпир пырса ҫитнӗ ҫӗре ҫынсем пит нумай пухӑнса тӑнӑччӗ, Сапантуя шӑп-шӑп хатӗрленсе ҫитнӗччӗ. Вӑрӑм вӗрлӗк ҫинче сӗлкӗсем, пирсем ҫакӑнса тӑратчӗҫ. Витресемпе ҫӑмартасем пухса хунӑччӗ.

Камсем, канавсем, кӑҫта чупмалли пурте хатӗрччӗ. Ну, ак пуҫланчӗ сапантуй!

Малтан лашаллисем тупӑшрӗҫ. Вӗсем пиллӗкӗнччӗ. Лашисем вӗсен пит маттур. Тӑватӑ ҫухрӑмран халӑх хӑйӗн куҫӗпе тӗлӗнсе пӑхса тӑрать. Акӑ хайхи лашаллисем вӗҫтерсе-кустарса пырса ҫитрӗҫ. Пуҫларӗҫ вӗсенчен пӗри тепринчен иртме! Пӗри маларах ҫитрӗ, унтан тепри, тепри вӗҫе-вӗҫӗн пычӗҫ. Халӑх кӗр-р! шавласа ячӗ, вара малтан пырса ҫитнине лайӑх сӗлкӗ пачӗҫ. Иккӗмӗшне те пачӗҫ.

Ҫаксем хыҫҫӑн кӗрешме, сикме тытӑнчӗҫ. Ачасем тупӑшнӑ чухне эпӗ те хутшӑнтӑм. Эпӗ пиллӗкмӗш пырса ҫитрӗм. Мана виҫӗ ҫӑмарта пачӗҫ. Ҫапла вара сапантуй хавас вӗҫленчӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр