293-мӗш кӗлӗ
Пӗр тымар ҫинче ҫич ҫӗр лӑс сӗвем, кашни лӑссинче пӗрер тӗвӗ, кашни тӗвӗре пӗрер хунав... Пирӗн халӑхра ҫӗр пин тӑван, кашни тӑванра пӗрех кӑмӑл, кашни кӑмӑлра пӗрех ӗмӗт. Ама Турӑ! Упра пирӗн тӑван ҫӗрсене!
Пӗр йывӑҫ ҫинче ҫӗр ҫирӗм турат, кашни туратра пӗрер йӑва, кашни йӑвара ҫич кайӑк. Пирӗн пурнӑҫра ҫӗр пин тӑван, кашни тӑванра пӗрех чун, кашни чунра пин телей. Ама Турӑ, упра пирӗн ҫамрӑк чунсене!
Пӗр туна ҫинче ҫич сыпӑк, ҫичӗ сыпӑкра ҫӗр ҫулҫӑ, ҫӗр ҫулҫӑ ҫинче пин чечек. Пирӗн таврара ҫӗр пин тӑван, кашни тӑванра пӗрех шухӑш, кашни шухӑшра пӗрех шанчӑк. Ама Турӑ, упра пирӗн пулас кунсене!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен