275-мӗш кӗлӗ
Сӗрен хӑвалама пил илнӗ яш-кӗрӗм юлан учӗсене килӗсенче хӑварса ялӑн хӗвел анӑҫ вӗҫӗнчи ҫурта ҫуранах пухӑнать. Унта утамана суйлаҫҫӗ. Кама суйлассине уҫҫӑн сӳтсе яваҫҫӗ, суйласса вара вӑрттӑн сасӑласа суйлаҫҫӗ. Сасӑлама кирлӗ йкӗ тӗрлӗ шӑрпӑкне е мӑйӑрне кил ватти салатса парать, вӑлах вӗсене ҫӗлӗкпе пухса илет.
Ҫар ӗҫне лайӑх пӗлекен, ҫивӗч чӗлхеллӗ, вичкӗн ӑслӑ, хисеплӗ те пултаруллӑ хусах тивӗҫет атаман ятне. Атаманӑн влаҫӗ пысӑк, ӑна ушкӑнри яшсен пурин те итлемелле. Кил хуҫисен те хисеп тума тивет. Атаман килти тусан-кӗсене кӑна мар, ялти тӑшман-йӑшмана та «хӑваласа кӑларма» пултарать.
Сӗренпе вирӗм — тӑван ҫӗре таса упрассипе ҫыхӑннӑ питӗ авалхи йӑла.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен