Пилсемпе кӗлӗсем

274-мӗш кӗлӗ

Халӑх хӑй ратӗнчен икӗ ертӳҫӗ (загонщик) тата хырҫа-марҫӑ (сборщик) суйлать. Ку хутӗнче марҫӑ вырӑнне ватӑ салтака суйларӗҫ. Суйланнисем малта пыраҫҫӗ, хуҫана курсан ҫапла калаҫҫӗ:

— Сӗрен полкки килет! Ик ҫӗр ҫӑмарта пар!

Кил хуҫи авалхи йӑлапа марҫӑна икӗ ҫӑмарта парать, кил картине сӗтел кӑларса лартать. Килнисене сӑрапа, пултарать пулсан — эрехпе хӑналать. Килне ушкӑн хӑналанӑшӑн тав туса купӑс каласа ташлать, виҫӗ хутчен «Алла!» тата «Ура!» тесе кӑшкӑрать те малалла каять.

...Етӗрне уесӗнче, сӑмахран Кӗҫӗн Шетмӗ прихутӗнче, Сӗрен ирттереҫҫӗ... Кил хуҫисем сӗрен ачисем килсен урама хӑйсен тумтирӗсене йӑтса тухаҫҫӗ. Ачасем вӗсене хулӑсемпе ҫапа-ҫапа тусанран, ҫӳп-ҫапран тасатаҫҫӗ. Халсӑр ватӑсем хулӑ айне хӑйсемех хывӑнмасӑр тухса выртаҫҫӗ...

Кил хуҫи сӗрен ачисем валли тумтир, вырӑн таврашне илсе тухмасть пулсан, ачасем хулӑ татӑкне хуҫса пӳрт умне чиксе хӑвараҫҫӗ. Хӑйсем ҫапла калаҫҫӗ: «Сан пата чир пултӑр!»

...Патирек прихутӗнче Мӑнкун хыҫҫӑн вырсарни каҫхине яш-кӗрӗм сӗрен хӑвалать. Пӗрисем юлан утпа, теприсем ҫуран, аллисенче кашниех хӗҫ пек касса якатнӑ патаксем тытса юрӑ юрласа килрен киле йӗркипе ҫӳреҫҫӗ. Пӗр-пӗр кил картине хапхаран кӗнӗ чухне яшсем йывӑҫ хӗҫсемпе алӑксене, хӳмесене ҫала-ҫапа кӑшкӑраҫҫӗ:

— Шуйттан, тух! Тасал! Чир-чӗр, тух, тасал!

Хӑналаннӑ хыҫҫӑн вунӑ минутран асли килтисене пурне те хӑйӗн хӗҫ-пӑшалӗпе ҫапса тухать те таса та сывӑ пулма хушса малалла каять.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр