Пилсемпе кӗлӗсем

273-мӗш кӗлӗ

Ачасем пухӑнса ҫитсен виҫӗ ҫын аслӑраххисем пыраҫҫӗ, вӗсене чина суйламалла пулать. Пӗрне утаман теҫҫӗ, иккӗшне «алӑк янахӗ» тумалла теҫҫӗ. Вара ачасем икӗ айккипе хире-хирӗҫ карталанса тӑраҫҫӗ. Вара чина кӗрес теекен ҫынсем ҫӗлӗкӗсене хӗвел тухӑҫ енне ҫӗр ҫине лартаҫҫӗ, вӗсен ҫӗлӗкӗсем патне тата айккинчен пилӗк-ултӑ ҫын, вӗсен ҫӗлӗкне аташтарасшӑн, хӑйсен ҫӗлӗкӗсене пырса лартаҫҫӗ. Вара чина кӗрекӗнсем сӑхман аркипе пуҫӗсене пӗркесе виҫӗ хутчен каллӗ-маллӗ чупа-чупа каҫаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсене карталанса тӑнӑ ҫынсем икӗ айккинчен те хулӑпа ҫурӑмран ҫатӑлтараҫҫӗ кӑна! Хӑвӑртрах чупса ҫитсе хӑй ҫӗлӗкне хӑвӑртрах тупаймасан тата хытӑрах лекет. Ҫавна йӗрке (строй) кустарни теҫҫӗ. Ҫав ыратусем витӗр тухсан тин пӗри утаман, иккӗш алӑк янахӗ чинне илеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен чинӗсене илсе пӗтсен, ыттисем алри хуллисене ҫавӑнтах хурса хӑвараҫҫӗ.

Утаманпа алӑк янахӗсем ҫӗр каҫиччен те хуллисене алӑран пӑрахмаҫҫӗ. Ҫӗр каҫичченех ҫав хулӑсемпе хушу парса ҫӳреҫҫӗ. Вара сӗрен ачисем хускалса пӗрин чӳречин патне пыраҫҫӗ, чӳрече умне ҫитсен ҫав эртел эртеллипех виҫӗ хутчен: «Холлой, холлой, холлой!» — тесе кӑшкӑраҫҫӗ. Кӑшкӑрса чарӑннӑ вӑхӑта кил хуҫи чӳречи патне пырать. Вара утаман урам енчен чӳрече витӗр ыйтма тытӑнать. Ыйтать вӑл ҫапла: «Чӑх пусма ларман-и? Кӑвакал пусма ларман-и? Хур пусма ларман-и? — тет. — Пусма ларнӑ пулсан труках сиксе ан тӑрӑр, — тет. — Ҫуртӑр канлӗ тӑрать пулсан кӳртсе кӑларма кӑмӑл ҫук-и?» — тет. Хуҫа кӳртес пулсан: «Кӗрӗр», — тет. Кӗнӗ чух икӗ алӑк янахӗ икӗ айккине тӑрса йӗркеллӗ кӳртсе кӑлараҫҫӗ, ытлашши капӑрланса тӗрлӗ шуй пуласран вӗсем сыхласа ҫӳреҫҫӗ.

Пӳрте кӗрсен утаман кил хуҫисене чир-чӗр кайтӑр тесе пӗчӗккӗн хулӑпа ҫапса тухать. Вара хуҫа кӗнӗ ҫынсене пурне те сӑра ӗҫтерсе кӑларать. Ал шӑллине утаман тухсанах хуҫа крыльци тӑррине ҫыхса хӑварать, пӳремечпе ҫӑмартисене михӗ ҫине, витре ҫине пухса ҫӳреҫҫӗ. Унтан тухсан ҫавӑн пекех тепӗр чӳрече умне каяҫҫӗ. Унта каллех виҫӗ хут «Холлой!» тесе кӑшкӑраҫҫӗ те, утаман чӳрече витӗр ыйтма тытӑнать: «Чӑх пусма ларман-и? Кӑвакал пусма ларман-и? Хур пусма ларман-и? Ҫуртра канлӗ пулсан кӳртсе кӑларма шухӑш ҫук-и? — тет. — Кӳртме шухӑш пулмасан виҫӗ пӳремечӗ, тӑхӑр ҫӑмарта, пӗр кантӑр ҫурӑмӗ парса ярӑр», — тет. Вара хуҫа кӳртес пулсан кӳртсе сӑра ӗҫтерсе ярать. Кӳртес кӑмӑлӗ пулмасан: «Хурсем, кӑвакалсем пурте пусма лараҫҫӗ», — тет те, чӳрече витӗрех пӗр пӳремечӗ те виҫӗ ҫӑмарта, пӗр ал шӑлли парать. Ал шӑллине каллех крыльца тӑррине ывӑтса хӑварать. Кантӑ ҫурӑмӗ тесе ал шӑллие калаҫҫӗ. Вара ҫав йӗркепе ҫӗр каҫичченех кил тӑрӑх кашни чӳрече умне пырса ҫӳреҫҫӗ. Кӳртекен пулсан кӳртеҫҫӗ, кӳртменнисем чӳречерен параҫҫӗ. Кам кӳртекен патӗнче, алӑк янахӗсем ачасене юрлама-ташлама хулӑпа ҫапсах хистеҫҫӗ, юрлӑр-ташлӑр тесе. Вӗсенӗн унта тӗрлӗрен купӑссем те пулаҫҫӗ. Унта юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ.

Ҫапла вара утаман кашни килтех виҫӗ пӳремечӗ те тӑхӑр ҫӑмарта тесе ыйтать. Парассине пӗр пӳремечӗ те виҫӗ ҫӑмарта анчах параҫҫӗ. Ҫапла вара каҫран пуҫласа ирччен яла ҫӳресе пӗтереҫҫӗ. Ирхине хӗвел йывӑҫ пӗвӗ кайнӑ ҫӗре ялтан хӗвел анӑҫӗ енне хире тухаҫҫӗ. Унта вара кам хытӑ ывӑтакан ҫынна суйлаҫҫӗ ҫӑмарта ывӑтма, вӑл ывӑтать. Пӳремечине те ҫавӑн пекех виҫӗ енне виҫӗ пӳремечӗ кустарса яраҫҫӗ. Ыттисене пӳремечине те, ҫӑмартине те ҫавӑнтах валеҫсе ҫиеҫҫӗ. Ҫисе яраймасан юлашки юлнине, унта-кунта ыйткалакан пулсан, ҫавна параҫҫӗ. Ыйткалакан пулмасан ҫаплах лартса хӑвараҫҫӗ. Ҫав ӗҫсене пӗтерсен ҫӗлӗксене ывӑта-ывӑта ял еннелле чупаҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр