Пилсемпе кӗлӗсем

251-мӗш кӗлӗ

Чӑваш Калӑмне акӑ епле ирттереҫҫӗ: пӗр-ик-виҫ кун анчах юлсан, ӗлкӗреймесен е ыран пулать тесен, тытӑнаҫҫӗ темӗн тӗрлӗ хатӗрленме; ытти праҫникӗсене епле хаваспа хатӗрленсе кӗтсе тӑраҫҫӗ, ку праҫнике вӗсем тата та питӗрех сума суса хисеплесе, сӑра туса тӑра пуҫлаҫҫӗ. Пӳрчӗсене хырса тасатаҫҫӗ, мунчасем кӗрсе тухаҫҫӗ, вӗр ҫӗнӗ кӗпе-йӗм тӑхӑнаҫҫӗ. Каҫ кӳлӗм килти хӗрарӑмсем чуста ҫӑрса лартаҫҫӗ. Ирхине ирех тӑрса вара вӗсем кӑмакисене хутса ҫатма ҫимӗҫсем: кӳптӗрмесем, пӳремеҫсем, йӑвачасем, хӑпартусем пӗҫере пуҫлаҫҫӗ. Пӑри пӑтти пӗҫерсе ҫӑмарта саратаҫҫӗ. Пурне те ҫапла пӗр майлӑ хатӗрлесен хӗрлӗ тата кӑвак тумланса тӑраҫҫӗ. Калӑм пӑтти пиҫнӗ ҫӗре кил хуҫи хурӑнташсене, кӳршӗ-аршӑсене кайса чӗнет, ҫав калӑм пӑттине пиҫнӗ пашалӑвӗпе пӗрле Турра кӗлтӑваҫҫӗ. Кӗлтуса пӗтерсен кайран ҫав пӑттине чӳк тума пухӑннӑ ҫыннисемпе, хӑйсен ҫемйисемпе пӗрле ларса ҫиеҫҫӗ те юрласа сӑри-эрехне ӗҫе пуҫлаҫҫӗ.

Авалтан ҫак праҫнике, Калӑм кунне, пирӗн чӑваш ҫыннисем пит аван ирттернӗ. Пӑтти ӗлкӗре пуҫласан харкам хӑй ачи-пӑчисене хӑйсенӗн кӳрши-аршисене, хурӑнташӗсене килӗрен чӗнтерсе ҫӳретнӗ: «Калӑм пӑтти чӳкленӗ сӑра ӗҫмешкӗн пырӑр». Лешсем вара, чӗнекеннисене хирӗҫ: «Пырӑпӑр, пырӑпӑр, хӑрӑнӗсем килччӗр, каласа ярӑр», — тесе каласан ҫавӑ чӗнме пынӑ ачасене е йӑвачасем, е пӗремӗк, е тата ытти япаласем: канфет, мӑйӑр, хӗвел ҫаврӑнӑшӗ парса янӑ. Вӑл кун никам та кучченеҫ памасӑр яман, сӑра е эрех ӗҫекеннисене сӑра е эрех ӗҫтерсе янӑ. Кама чӗнмеллисене чӗнсе ҫаврӑнсан пуҫтарнӑ япалисене кайран харкам хӑех ҫисе янӑ. Ҫав кун чи малтан пырса кӗрекен ҫынна йыхравҫӑ сӗтел хушшине, сак ҫине минтер хурса ҫатма ҫимӗҫӗсем ҫиме лартаҫҫӗ; ҫынни ҫиме ларсан пӗртте сиккелемес, сиккелесе ларсан ҫав килти ҫыннисен пусма ларнӑ чӑххисем канӑҫсӑр пулаҫҫӗ имӗш. Ҫавӑнта ларнӑ чухне сиккелемесӗр ларакана чипер кӑна: «Ҫи-халӗ», — тесе силлеме тытӑнаҫҫӗ. Ун хыҫӗнчен ҫапла чӗнме килекен ҫынсене те йыхӑрса ҫӳренӗрен йыхравҫӑсем теҫҫӗ. Ҫав йыхравҫисем Калӑм кун ҫуркунне ирсӗр вӑхӑтра килсен ача-пӑчасем юлан утпа чӗнсе ҫӳренӗ. Паҫӑр каланӑ пек чӗнсен пурте ерттилпеле юрласа янӑ. Вӗсем чӗнсе юрланине илтсен кил хуҫисем вӗсене ҫӑмартасем валеҫсе парса яна. Юлан утпа ҫапла чӗнсе ҫӳрекеннисемшӗн кил хуҫисем хапхисене уҫса пӑрахнӑ. Лаша утланса чӗнсе ҫӳреме юратакансем харкам хӑй лашине темӗн тӗрлӗ тумлантарса йӗнерленӗ, лаша хӳрисене варланасран тавӑрса ҫыхнӑ. Аллисенче пурин те нухайккасем пулнӑ. Юлан утпа чӗнсе ҫӳрекеннисене кирек хӑҫан та ҫӑмарта валеҫнӗ, мӗншӗн тесен ҫапла ҫӑмарта валеҫсе параканнисен килӗнчи лашисем тепӗр ҫулччен ҫӑмарта пек тутӑ пулаҫҫӗ имӗш. Пурне те ҫапла чӗнсе ҫаврӑнсан, Калӑм пӑттине ҫисен ача-пӑчасем пурте урама тухса темӗн тӗрлӗ савӑнса выляҫҫӗ: хӑшӗ ҫӑмарталла, хӑшӗ кусилле, хӑшӗ те хӑшӗ тата укҫалла та.Ваттисем килӗрен сӑра ӗҫсе ҫӳренӗ. Ҫав тӗрлӗ аслӑ праҫнике, тахҫан авалтан туса пыраканскере, кайран-кайран саманине хирӗҫ, тӗне кӗнисем, тепӗр вӑхӑтра вырӑс ҫыннисем тӑвакан Св. Пасха кунӗпе улӑштарнӑ. Тӗне кӗмен ҫынсем, аслӑраххисем, халӗ те пулин ҫав ӗлӗк тӑвакан вӑхӑтрах туса пурӑнаҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр