229-мӗш кӗлӗ
Эй, Мӑн Сурӑм, Сурӑм аслашшӗ, аслӑ амӑшӗ! Эпир халь вырӑсла йӗркине тытма пӑрахатпӑр, текех ун йӗркине тытмастпӑр. Эпир, айван ывӑл-хӗрсем, нимӗн пӗлмесӗр ӗлӗк Сурӑм киреметне пултармасӑр вырӑсла пултӑмӑр пулӗ. Эй, киремет, эпир сана витӗнетпӗр, ҫырлахтаратпӑр, ҫырлах! Кунтан малашне санах пӑхӑнатпӑр, сана витӗнетпӗр. Эй, Сурӑм киремет амӑшӗ, сана эпир, айван ывӑл-хӗрсем, савса тиха паратпӑр, савса панине савса ил. Сана панӑ юпах тиха тяппи пек, пирӗн пурӑнӑҫ тӑпӑл-тӑпӑл пултӑр, ҫырлах!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен