175-мӗш кӗлӗ
Киремет ҫӑл куҫӗ умӗнче калаҫҫӗ; алӑпа ҫӑлкуҫ шывне илсе пит-куҫа сӑтӑраҫҫӗ.
Аслӑ Киреметӗн таса ҫӑлкуҫӗ умӗнче калатӑп сире шыв калмакӗ. Итлӗр, пирӗн кӑмӑла пӗлӗр, ҫырлахса пурӑнӑр. Шыв хуҫипе шыв тарҫи, шыв лупанӗ, шыв чупанӗ, шыв ҫӳренӗ, шыв сикенӗ, шыв путанӗ, шыв авранӗ, шыв усалӗ, шыв амакӗ, шыв ехвечӗ, шыв йытти, шыв кушакӗ, шыв сысни, шыв мӑкри, шыв качи, шыв таки, шыв пулкки, шыв шӑрчӑкӗ, шыв таппи, шыв шуйттанӗ, шыв хытти, шыв хӑлти, шыв алтанӗ, шыв вутӑшӗ, шыв куҫӗ, шыв лайми, шыв тум хаярӗ, шыв тӗпчӗкӗ шыв кӑшанӗ тата ытти хаярсем! Шыв сиплӗхне-хӑватне этеме юрӑхсӑра ан кӑларӑр, шыв ҫинчи чӗрлӗхе инкек ан ярӑр, шыври инкеке пӗрле пайлӑпӑр. Сире виҫӗ йӑвача паратӑп. Ҫырлахӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен