1102-мӗш кӗлӗ
Ирхине пӗтӗм халӑх укӑлча патне пухӑннӑ. Ҫӑмӑл сухапуҫ тупса чи хитре хӗре кӳлнӗ. Хӗр ҫухипе ҫаннисене тӗрлӗ тӗслӗ пурҫӑнпа тӗрленӗ, шап-шурӑ йӗтӗн пирӗнчен ҫӗленӗ кӗпепе тухья тӑхӑннӑ, ҫухапа тевет ҫакнӑ. Тухьяпа шӳлкемен таса кӗмӗлӗсемпе вак шӑрҫисем хӗвел урипе ялтӑртатнӑ. Сухапуҫ туртисем икӗ енӗпе, тыткисем патне, арҫынсем тӑнӑ. Шӑхран кӗлтӑвать:
Выльӑхсене лайӑх усра, ӗне ҫумне пӑру хуш, лаша ҫумне тиха хуш, сурӑх ҫумне путек хуш, карта тулли ӗне, сурӑх пар, урай тулли путек пар, пӗр вӗҫӗ картара пултӑр, пӗр вӗҫӗ шывра пултӑр!
Ваттисем, пысӑккисем, ача-пӑчасем — пурте шавламасӑр тӑнӑ. Ҫав тери хӑрушӑ выльӑх мурӗ ҫитет-ҫке! Мӗн тӑвӗ хресчен выльӑх-чӗрлӗхсӗр? Сухапуҫ туртнӑ хӗр ял йӗри-тавра ҫаврӑнса тарӑн йӗр хӑварса пынӑ.
«Халӗ яла мур килсе кӗрес ҫук!» — тесе йӑпатнӑ хӑйсене ял ҫыннисем.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен