Пилсемпе кӗлӗсем

1093-мӗш кӗлӗ

Кӗтӳ пухӑнсан вара кӗлӗ йӗрки пуҫланать. Чӑн пирвай кӗтӳ апачӗ паракан мӑн ҫӑкӑр, пысӑк чӑкӑт чиксе пырать кӗтӳ тухнӑ ҫӗре. Ҫӑкӑрне, чӑкӑтне касса кӗтӳ кӑларма тухнӑ пур ҫынна та параҫҫӗ. Касса панӑ татӑка пурте алла илсен вара кӗлӗ пуҫланать. Пурте хӗвел тухӑҫнелле пӑхса тӑрса ӑшӗсенче кӗлкӗлеҫҫӗ. Кӗлкӗлеме пӗлекен ҫынсем сасӑпах кӗлкӗлеҫҫӗ. Пирӗн Сесьмерте Партас старик, ватӑ ҫын, лайӑх кӗлтӑвать. Вара вӑл пур кӗтӳ патӗнчи ҫынсем умне тӑрса ҫапла кӗлтӑвать:

Ҫырлах, Турӑ, Мӑн Турӑ! Кӗтӳ кӑларатпӑр. Пӑхуллӑ, кӗтӳллӗ усра пире. Кӑткӑ мӗнле саланать — ҫакнашкал пирӗн выльӑх-чӗрлӗх те уйра саланать; кӑткӑ мӗнле пуҫтарӑнать — ҫакнашкал пирӗн те выльӑхсем пӗр ҫӗре пуҫтарӑнччӑр. Турӑ, пӑхса-пуҫтарса усра, пӗр вӗҫӗ уйра, тепӗр вӗҫӗ урам хушши пуҫланнӑ ҫӗрте пултӑр; ҫултан-ҫул, Турӑ, пирӗн кетӳве хушса пыр, тӗкӗнчен-ҫӳҫӗнчен хунаттар, кашнӑ тӗкрен хушӑнтар. Кӑчӑкӑллӑ йывӑҫ кашна ҫул кӑчӑка кӑларать, пире те кашнӑ ҫул выльӑх-чӗрлӗх хушса пар, Турӑ. Тӗслӗ-тӗслӗ курӑк пулӗ, те юрать ҫима, те юрамасть; Турӑ, выльӑх-чӗрлӗх валли лайӑх курӑк пар уйра. Турӑ, хута кӗр. Шывран, усал ҫилтен, ҫырма-ҫатраран, шурлӑхран, Турӑ, хута кӗр...

Килӗрех, турӑсем, Турӑ амӑшсем, хура халӑха, выльӑха-чӗрлӗхе лайӑх усрӑр, — теҫҫӗ кӗлкӗлеме пӗлмен ҫынсем.

Кӗлӗ пӗтсен, асӑннӑ ҫӑкӑрпа чӑкӑтне ҫисе ярсан вара кӗтӳ уя тухать: хуллен, ерипе кӑларса яраҫҫе. Кӗтӳ тухса кайсан яракансем кӗтӳ алӑкӗ патнех, кӗтӳ алӑкран тухса пӗтсен, пурте харӑс кӑшӑл! ҫӗре выртаҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ:

Эпир мӗнле выртатпӑр, выльӑхсем те ҫавнашкалах выртчӑр, ан тарччӑр.

Ӑна тахҫанах сӑнанӑ ҫынсем: ҫапла тусан выльӑхсем тармаҫҫӗ тет. Вара киле саланаҫҫӗ, киле таврӑнаҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр