Каҫалӑк кӗлли
1011
Ватӑрах ҫынсем каҫалӑк умӗнче ӗҫ тытӑниччен, каннӑ чухне, ӗҫ вӗҫлесен кӗске кӗлӗ каланӑ. Ӑна каҫалӑк кӗлли тенӗ.
Ама Турӑ! Ана умӗнче калатӑп: вӑй-хал пар, пилӗкӗн питтине пар, ҫурла шӑлне пар! Ӗҫленине кура капан ҫумне капан пар, ана тулли ҫӗмел пултӑр, этем ывӑл-хӗрӗн кӗлет тултӑр! Кӗлет тулли чухне арча тулли пулать, арча тулли чухне кӑмӑл тулать. Илнӗ тӗлтен иксӗлмӗ, панӑ тӗлтен палӑрмӗ, алӑ-ура вылянсан каснӑ ывӑҫ кататех, ана мала каятех. Пилӗк-ҫурӑма, ал-урана им-юм яр, ҫӑмӑллӑх пар.
Ӗмӗтӗмӗр пысӑк, ҫавна ан кӗскет. Хурӑнташ-ӑрусемпе, ял-йышпа, кӳршӗ-аршӑпа, тус-юлташпа, тантӑш-ҫулташпа тулӑх пурӑнмалла, вӑхӑчӗ ҫитсен пӗрле хӑналанмалла туса пар. Ҫӑмӑллӑх пар, Ама Турӑ! Ана ҫӑмӑллӑхне пар!
Вырма вӗҫленсен чи юлашки кӗлтене — Ама кӗлтине — киле илсе килсе кӗлете лартнӑ. Ӗҫ пӗтнӗ ятпа пӑтӑ пӗҫерсе ҫинӗ. Умра — авӑн ӗҫӗ.
1012
Куллен икшер-виҫшер ана вырмалӑхне патӑр. Ҫын пӗр кӗлте тӑваччен пилӗк кӗлте тумалӑхне патӑр.
Вырма пуҫланӑ чухне каланӑ кӗлӗ.
1013
Турӑ, ҫырлах! Ырӑ Вут ама! Ырӑ вырӑнта ларса тӑрӑсӑринччӗ. Мӑн капана пӑсса авӑна хутӑмӑр, авӑн перекетне парӑсӑринччӗ. Авӑн ӑшне вут хутӑмӑр — вутран-кӑвартан, сиксе ӳкес хӗмӗнчен витсе-сыхласа тӑрӑсӑринччӗ. Ырӑ Вут ама! Пирӗн ӗҫӗмӗре эсӗ упраса, сыхласа тӑрсамччӗ. Вут ашшӗпе амӑшӗнчен тыр-пула сыхлама каланӑ. Умран та сыхла, хыҫран та сыхла! Вутӗнчен-кӑварӗнчен эпир сыхлаймастпӑр, эс сыхла. Усала-тӗселе сирсе яр!
Юпа тӑрне пӗрремӗш кӗлтене лартнӑ чухне каланӑ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен