1011-мӗш кӗлӗ
Ватӑрах ҫынсем каҫалӑк умӗнче ӗҫ тытӑниччен, каннӑ чухне, ӗҫ вӗҫлесен кӗске кӗлӗ каланӑ. Ӑна каҫалӑк кӗлли тенӗ.
Ама Турӑ! Ана умӗнче калатӑп: вӑй-хал пар, пилӗкӗн питтине пар, ҫурла шӑлне пар! Ӗҫленине кура капан ҫумне капан пар, ана тулли ҫӗмел пултӑр, этем ывӑл-хӗрӗн кӗлет тултӑр! Кӗлет тулли чухне арча тулли пулать, арча тулли чухне кӑмӑл тулать. Илнӗ тӗлтен иксӗлмӗ, панӑ тӗлтен палӑрмӗ, алӑ-ура вылянсан каснӑ ывӑҫ кататех, ана мала каятех. Пилӗк-ҫурӑма, ал-урана им-юм яр, ҫӑмӑллӑх пар.
Ӗмӗтӗмӗр пысӑк, ҫавна ан кӗскет. Хурӑнташ-ӑрусемпе, ял-йышпа, кӳршӗ-аршӑпа, тус-юлташпа, тантӑш-ҫулташпа тулӑх пурӑнмалла, вӑхӑчӗ ҫитсен пӗрле хӑналанмалла туса пар. Ҫӑмӑллӑх пар, Ама Турӑ! Ана ҫӑмӑллӑхне пар!
Вырма вӗҫленсен чи юлашки кӗлтене — Ама кӗлтине — киле илсе килсе кӗлете лартнӑ. Ӗҫ пӗтнӗ ятпа пӑтӑ пӗҫерсе ҫинӗ. Умра — авӑн ӗҫӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен