Вырма пуҫлас умӗнхи кӗлӗсем
1003
Ӗсмӗлле! Ҫӑмӑллӑхне пар! Ҫак ана курак пек те, чакак пек те чупса пытӑр. Эпир ана пуҫланине ҫынсем курччӑр, пӗтернине куракан куртӑр, курманни курмасӑрах юлтӑр. [...] Пӗтӗм ҫынтан кайран пуҫларӑмӑр, пуринчен малтан пӗтермелӗхне патӑр. Вун пилӗк урапа тырри пултӑр. Куллен икшер-виҫшер ана вырмалӑхне патӑр. Ҫын пӗр кӗлте тӑваччен пилӗк кӗлте тумалӑхне патӑр.
1004
Чипер ӗҫлесе тырра-пулла пуҫтарма ырлӑх-сывлӑх пар. Ача-пӑчасемпе, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе, чӑххӑм-чӗппӗмсемпе. Ӗҫсе-ҫимешкӗн, чипер алла илмелӗхне пар, пӳр, Турӑ! Ҫил-тӑвӑлтан чипер сыхла! Ман каҫалӑк малалла ҫавӑн пек ӳсӗнсе пытӑр. Пилӗк таврашӗ ан ыраттӑр. Тавтапуҫ Турра-Пӳлӗхе!
1005
Тыр-пул пӳрен ана Турри, тыр-пул пӳрен ана Ырри, пуҫланӑ ӗҫӗме, ӗмӗтленнӗ ӗметӗме ҫитерме парсамчӗ, шухӑшланӑ ырӑ шухӑшӑма пурнӑҫлама парсамччӗ. Ҫурлам алран ан ӳктӗр, тӑпаҫӑм ан хуҫӑлтӑр, кӗлтемсене шӑши ан ҫыпӑҫтӑр, ҫил-тӑвӑл ан ҫавӑртӑр, пӑрлӑ ҫумӑр ан ҫаптӑр, вут-кӑвар ан хыптӑр. Ӳснӗ-пӳрнӗ тыррӑма пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтарма, пӳлмене кӗртсе хума, тирпейлӗн тыткалама ӑс-хакӑлпа вӑй-хал парсамччӗ. Илнӗ тӗлтен ан иксет, панӑ тӗлтен ан сивӗт.
Тыр-пул пӳрен ана Турри, тыр-пул пӳрен ана Ырри, эп сан умӑнта пуҫӑма тайса, пуҫланӑ ӗҫӗме, ӗмӗтленнӗ ӗмӗтӗме ҫитерме ыйтатӑп. Ҫӗклесем пирӗн ӑса-хакӑла, ҫӗклесем пирӗн вӑй-хала.
1006
Эй, Турӑ, Сана кил-йышӑмпа, ял-йышӑмпа кӗлтӑватпӑр. Ҫак пулнӑ тырра чипер алла илме пар. Ӑна пуҫтарма вӑй-хӑват, сывлӑх пар. Алӑ-урана, ҫан-ҫурӑма ҫӑмӑллӑх пар. Ир тӑрса каҫ ҫывӑрма пар. Вӑхӑтлӑ пуҫтарса вӑхӑтлӑ анкартине кӳртме пар... Тур, ҫырлах, Тур, пулӑш. Алӑ-урана ҫӑмӑллӑх пар, ҫан-ҫурӑма канлӗх пар...
Ана, мана вӑйӑма пар, килте ҫиме хӑйма пар, утмӑл лаша вӑйне пар, утмӑл пасма тырӑ пар, пилӗке, алӑсене тӳрлет.
1007
Чипер ӗҫлесе тырра-пулла пуҫтарма ырлӑх-сывлӑх пар. Ача-пӑчасемпе, выльӑх-чӗрлӗхӗмпе, чӑх-чӗппӗмсемпе ӗҫсе ҫимешкӗн чипер алла илмелӗхне пар, пӳр, Турӑ! Ҫил-тӑвӑлтан чипер сыхла. Ман каҫалӑк ҫавӑн пек ӳсӗнсе пытӑр. Пилӗк таврашне ан ыраттар. Ана вӑйне пар, киле таврӑнсан хӑйма пар, итем тулли капан пар, кӗлет тулли е ыраш, е сӗлӗ, е пӑри пар. Арча тулли укҫа пар. Илнӗ тӗлтен ан иксет, панӑ тӗлтен ан палӑрт. Хурӑнташ-ӑрусемпелен, ял-йышсемпелен, кӳршӗ-аршӑпалан лайӑх ӗҫсе-ҫиме пар, ушлӑхне пар. Ҫилтен, тӑвӑлтан, пӑрлӑ ҫумӑртан упра, сыхла. Сана, ана кӗтӳҫӗ — ана Турри — ана пай парса хӑваратӑп.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен