Пилсемпе кӗлӗсем

914-мӗш кӗлӗ

Ҫын вилсессӗн ҫичӗ кунтан ҫиччӗш тӑваҫҫӗ. Унччен малтан сӑра туса хатӗрлеҫҫӗ. Ҫиччӗшне ак ҫапла тӑваҫҫӗ: ирхине сурӑхпа пӗр чӑх пусса пӗҫереҫҫӗ тата куймаксем пӗҫереҫҫӗ. Пур хатӗрне те хатӗрлесе пӗтерсен пур хурӑнташсене те чӗнеҫҫӗ. Хурӑнташсем пынӑ чухне хӑйсемпе пӗрле ӗҫме-ҫиме илсе пыраҫҫӗ. Пурте пухӑнса ҫитсессӗн, пӗр сӗтел алӑк патне лартса ун ҫине тирӗксемпе ӗҫме-ҫиме лартаҫҫӗ тата ик чӗрес сӗтел айне лартаҫҫӗ. Тиркисем йӗри-тавра килте миҫе, ҫавӑн чухлӗ ҫуртасем лартса ҫутаҫҫӗ. Вара пурне те лартса пӗтерсессӗн ак ҫапла каласа кашни пырса кӗреҫҫӗ: «Пехилле, выртнӑ вырӑну мамӑк пултӑр, сӗт кӳлли пултӑр, тутӑ пул, эпир сана асӑнатпӑр, эс пире ан асӑн», — тесе кашни пӗр чӗресси ҫине сӑра яраҫҫӗ, теприн ҫине куймаксем татса яраҫҫӗ. Унтан вара ик чӗресне те тула илсе тухса ак ҫапла каласа тӑкаҫҫӗ: «Савӑнса килсе, выляса ташласа кайӑр», — теҫҫӗ. Вара пӳрте кӗрсе ӗҫсе ҫисен пурте харпӑр хӑй килне таврӑнаҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр