Пилсемпе кӗлӗсем

879-мӗш кӗлӗ

Икерчӗсем те, хай пуснӑ чӑхха та хыва-хыва ҫиеҫҫӗ. Ҫисе тӑрансан вара, хуйхӑр харам пултӑр тесе тухса каяҫҫӗ. Ун чух хыҫалтан ӑсатма тухмаҫҫӗ вара. Унтан вара тепӗр каҫ, ҫиччӗшне тӑватпӑр тесе, пӗр сурӑх пусса тата икерчӗ пӗҫерсе хываҫҫӗ. Тата пумилкке тӑвиччен кашни эрне каҫ мунча хутаҫҫӗ те пур ӑратнисемпех мунча кӗреҫҫӗ. Унта ҫав вилнӗ ҫынна тухса кӑшкӑраҫҫӗ, мунча кӗме кил тесе. Мунчаран ытти ҫынсем тухсан, пӗри каях юлать те, вилнӗ ҫынна мунча ҫапатӑп тесе, милкӗпе лапка ҫине ҫапать. Унтан: «Ак сана шыв, ак милкӗсем!» — тесе лапка ҫине шывпа милкӗсем хурса хӑварать. Киле таврӑнсан вара сурӑх пусаҫҫӗ, пӗр чӑхӑ пусаҫҫӗ те тата икерчӗ пӗҫереҫҫӗ. Аш пиҫсен, икерчӗ пиҫсен вара: «Сана юлашки эрне каҫ тӑватпӑр», — тесе хыва-хыва ҫиеҫҫӗ вара. Ҫапла тусан, шӑмат каҫ пумилкке тӑваҫҫӗ е тунти каҫ тӑваҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр